Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пирӗн ҫӗршывра кашни абонент вӑтамран миҫе хутчен шӑнкӑравлассине палӑртнӑ.
Кашни ҫын вӑтамран пӗр хутчен шӑнкӑравлӗ, 7 СМС-ҫыру ӑсатӗ, 1 Гб ытларах интернет пӗтерӗ. Кун пек прогноза «Тинькофф» искусство интеллекчӗн технологийӗсен центрӗ шухӑшласа кӑларнӑ ETNA аналитика сервисӗ пӗлтернӗ.
Мобильлӗ интернет-трафика ытларах тӑкаклакан вӑхӑт раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 тата 21 сехетсене тивӗ тата ҫурҫӗр ҫитеспе нумайланӗ. Шӑнкӑравлакансем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 22 сехетрен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышланӗҫ. СМС-ҫырусене паян 13 сехет тӗлӗнче нумай ӑсатӗҫ тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 3 сехетчен.
Шупашкарта Чӑваш Енри патшалӑх пабликӗсен фестивалӗ иртнӗ.
Унта республикӑри тата муниципалитетсенчи влаҫ органӗсен тата вӗсене пӑхӑнакан учрежденисен чи лайӑх пабликӗсен администраторӗсем пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Чӑваш Енӗн цифра трансформацийӗн центрӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче страницӑсем пулмалла текен саккуна йыӑннӑранпа ҫулталӑк иртрӗ. Паян асӑннӑ ушкӑнра 1300 ытла паблик. Вӗсенче эрнесерен 15 пине яхӑн пост вырнаҫтараҫҫӗ. Фестивальте 50 чи лайӑх паблика палӑртнӑ.
Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статьясен йышӗ ҫак кунсенче 52 пинрен иртрӗ. Хыпара ҫырнӑ чухне пӗтӗмӗшле статьясен шутне 52 023 тесе кӑтартать.
Юлашки вӑхӑтра Википедире шаблонсене аталантараҫҫӗ (ку тӗлӗшпе тутар уйрӑмӗнчи Фархат Фаткуллин пулӑшать), Чӑваш Республикнчи ялсем пирки, тата вӗсенчен тухнӑ ҫыннисем ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Фильмсем пирки, тӗрлӗ ӑслӑлӑхри статьясемпе те сахал мар пуянланать. Википедин чӑваш уйрӑмне Раҫҫейӗн инҫетри кӗтесӗсемпе ҫыхӑннӑ статьясем те кӗрсе пыраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, нумай пулмасть Балкар драма театрӗ ҫинчен статья хатӗрленӗ.
Чӑвашла уйрӑм 2004 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ, 2005 ҫулта вара чӑннипе те аталанма пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Википелдийӗ кунсерен вуншар ытла статьяпа пуянланса пырать, кашни кун пилӗк ҫынран кая мар хутшӑнакан пӗр тӳрлетӳ те пулин тӑвать. Википедин чӑвашла уйрӑмӗ тӗрлӗ енлӗ статьясемпе пуян: кунта Чӑваш Республикинчи ял-хула пирки те, паллӑ ҫыннисем пирки те, ҫав вӑхӑтрах ӑслӑлӑхӑн тӗрлӗ пайӗсем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать. Апла пулин те Википедин чӑваш уйрӑмне пуянлатмалли те чылай-ха. Калӑпӑр, республикӑри нумай ял пирки кӗскен кӑна ҫырнӑ.
Халӑх тетелӗсен Раҫҫейри рынокӗ пирӗн ҫӗршывра ют ҫӗршывсенчи пысӑк тӗп платформӑсене чарса хунӑ хыҫҫӑн самай улшӑну тӳссе ирттернӗ. Кун пирки Блогерсемпе агентствӑсен ассоциацийӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмахран, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Телеграмра блогерсен шучӗ нумайланса кайнӑ пулсан, кӑҫалхи кӗркунне ытти платформа, тӗслӗхрен, «Контактра» халӑх тетелӗ аудиторие тата контент хатӗрлекенсене вӑйлӑрах илӗртме тытӑннӑ. Ҫапла майпа Телеграм унччен «Инстагрампа» «Ютубра» паллӑ пулнӑ ҫынсене нумайрах ҫухатнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах журналистсен, обществӑпа политика пурнӑҫне ҫутатса тӑракансен, ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштаракансен аудиторийӗ Телеграмра ӳснӗ.
Пирӗн ҫӗршывра ӗҫлекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем: «МегаФон», «Билайн» тата «Tele2» — Wi-Fi ҫыхӑнӑвӗпе ытти хатӗрсене ҫыхӑнтарнӑшӑн укҫа илме пӑрахнӑ.
Унччен вӗсене ҫавӑншӑн Федерацин монополипе кӗрешекен служби кун пирки асӑрхаттарнӑ. Асӑннӑ тытӑмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «МегаФон» вай-файшӑн юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе укҫа илме пӑрахнӑ.
«Tele2» чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ҫӗнӗ абонентсенчен укҫа ыйтмӗ, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен ыттисене те тӳлеттермӗ. Интернет лимичӗ пӑхса хӑварнӑ абонентсене «Билайн» раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлеттерме чарӑнӗ.
«МТС» вара абонентсен правине хӗсӗрлемен тесе хушӑва пурнӑҫлама килӗшмен.
Муниципалитетсенче пурӑнакансемпе танлаштарсан шупашкарсем тӳре-шара патне ҫырма питех те хастар. Регион управленийӗн статистики кӑтартса панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла Шупашкар ҫыннисем халӑх тетелӗ урлӑ тӗрлӗ ҫитменлӗх пирки 4,5 пине яхӑн хутчен систернӗ.
Шупашкарсем хыҫҫӑн хастарлӑхпа ҫӗнӗ шупашкарсем, канашсем тата улатӑрсем палӑрса тӑраҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакансем урамсене, парксене, ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртме ыйтаҫҫӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа, общество транспорчӗпе тата суциаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те ҫынсене канӑҫсӑрлантараҫҫӗ.
«Яндекс» компани ачасене информатикӑна вӗрентмелли нейросеть хатӗрлет.
Паянхи куна илсен нейросеть текст ҫырать, ӳкерчӗксене хатӗрлесе парать. «Яндекс» кунпах ҫырлахас темен — вӑл ачасене инфоматика вӗрентмелли «Яндекс Учебник» хатӗрлесшӗн.
Пуҫаруҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, нейросеть шкул ачисене информатика задачисене меллӗ вӑхӑтра тата вӗсен пӗлӳ шайне тӗпе хурса вӗрентесшӗн. Заданисене ача епле пурнӑҫланине кура ӑна канашсемпе тата кирлӗ материалсемпе пулӑшӗ.
Вӗренӳ сетьне хатӗрлессипе «Яндекс» специалисчӗсем тата информатика преподавателӗсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем тӗрлӗ мессенджерпа ытларах усӑ кураҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра мессенджерсенчи интернет-трафик пӗтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 85 процент нумайланнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ Телегрампа усӑ курать. Унтан ҫынсем ҫулталӑк каяллахинчен информаци икӗ хут ытларах уҫласа илнӗ. Асӑннӑ мессенджерпа усӑ курса шӑнкӑравласси вара 3 хут ӳснӗ.
Пирӗн тӑрӑхисем ҫавӑн пекех Ватсаппа усӑ кураҫҫӗ. Асӑннӑ мессенджерпа усӑ куракансен йышӗ 40 процент ӳснӗ. Вайберпа усӑ куракансем унччен те йышлах пулман-мӗн, халӗ те аплах мар. Унпа усӑ куракансен шучӗ ҫулталӑкра 22 процент чакнӑ.
Чӑваш Енре вокал картти тӑвӗҫ. Ӑна валли 3 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Укҫана Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине уйӑрса парӗҫ. Ҫав укҫапа капелла музыка карттине йӗркелӗ. Ку хыпара республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС информаци агентствине пӗлтернӗ.
«Вокал каттине республикӑра ҫуралнӑ композиторсен хайлавӗсене суйласа илсе хатӗрлӗҫ», — ӑнлантарса панӑ министр.
Вокал- онлайн-карттин интернет-порталне те йӗркелеме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ.
32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ.
Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ.
Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |